Ял пурнӑҫӗ
![]() "Про Город" сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Хуракасси ялӗнче пурӑнакансене кӗпер пӑшӑрхантарать. Кивелнӗскер тӑрӑх ҫӳреме те хӑрушӑ. Анчах мӗн тӑвӑн: ватӑсемпе ачасем те ҫавӑнтах каҫса ҫӳреҫҫӗ. Ку ыйтупа ҫынсем «Про Город» хаҫата пынӑ. Пилӗк ҫул ытла ӗнтӗ ялти темиҫе кил ялтан «уйрӑлса» тӑрать. Ара, кивӗ кӗперпе каҫса ҫӳреме хӑрушӑ. Унччен кӗпере колхоз пӑхса тӑнӑ. Вӑл салансан кӗпер те саланма тытӑннӑ. Вырӑнти администраци пулӑшма шантарнӑ: тепӗр икӗ ҫултан. Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Никитина пӗлтернӗ тӑрӑх, районта кӗпере юсамашкӑн укҫа шыраҫҫӗ, хӑвартах пулӑшма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнчи ике яла, Шӑхальпе Хӗрлҫыра, халӗ ҫӗнӗ кӗпер ҫыхӑнтарать. Шӑхальти чиркӳре ӗҫлекен павел атте унчченхи кивӗ кӗпере «Туслӑх кӗперӗ» ят панӑ, халӗ ав вӑл ҫӗнелнӗ. Икӗ ял пӗр-пӗринчен 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, анчах тавран кайма 12 ҫухрӑм парӑнтарма тивет. Унччен икӗ яла ҫыхӑнтаракан кивӗ кӗпер пулнӑ. Ӑна 2007 ҫулта тунӑ, 2010 ҫулта ӑна юсанӑ. Юлашки вӑхӑтра вара вӑл питех те кивелнӗ, ӑна юсамалла пулнӑ. Халӑх хӑйсен вӑйӗпе ҫӗнӗ кӗпер туса лартнӑ. Ӗҫ ӗнер кӑна вӗҫленнӗ. Халӗ хӗрлӗҫырсем Шӑхаль ялӗнчи чиркӗве тавран ҫӳремӗҫ – кӗпер урлӑ каҫӗҫ. Ку уйрӑмах ейӳ вӑхӑтӗнче меллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ял тӑрӑхн территорийӗнче пурӑнакансем хуҫасӑр йытӑсен вӗшле йытӑсемпе аптӑрасах ҫитнӗ. Ял ҫыннисен нуши республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене те ҫитнӗ. Унтисем хыпарланине кура вырӑнти прокуратура та ял ҫыннисен нуши пирки пӗлнӗ. Пӗлнӗ ҫеҫ мар, тӗрӗслев пуҫарнӑ. Надзор органӗ пуҫарнипе яваплисемпе канашлу ирттернӗ. Унта ял тӑрӑхӗн специалисчӗсене, шалти ӗҫсен пайӗн специалисчӗсене тата ыттисене йыхравланӑ. Юманай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне тивӗҫлӗ мера йышӑнмалли ҫинчен асӑрхаттарса хут ҫырса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн лав вырӑнтан тинех хускалнӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юманай ял тӑрӑхӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хуҫасӑр виҫӗ йытта тытнӑ. Надзор органӗ хуҫасӑр йытӑсен ыйтӑвне малашне те тӗрӗслесе тӑма шантарать. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() baikal24-sport.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ипотекӑна 3 процентпа пама тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ялти ипотека килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки малтанласа РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Иван Лебедев авӑн уйӑхӗнче каланӑччӗ. Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен кунне паллӑ тума хутшӑннӑ Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Оксана Лут та асӑнса хӑварнӑ. Паян вара ҫӗнӗлӗх пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ҫурт-йӗр тумалли укҫана 3 миллион тенкӗ таран илме май пулӗ. Унпа 25 ҫул хушшинче татӑлмалли. Кивҫен укҫана ялта ӗҫлекен 21-65 ҫулсенчи ҫынсем илейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем йытӑсенчен хӑраҫҫӗ. Лешсем сурӑхсене хӑвалаҫҫӗ, темиҫешне туртса ҫурнӑ. Ачасем вара шкула ҫӳреме шикленеҫҫӗ. Йытӑсем ҫулларанпах хӑратаҫҫӗ. Вӗсем пӗр хӗрарӑм патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ял ҫыннисем хуҫине йыттисене сӑнчӑрлама темиҫе хутчен те ыйтнӑ, анчах кӑлӑхах. «Пирӗн ачасем уй, вӑрман урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Уй варринче пирӗн ачасене тапӑнаҫҫӗ. Пирӗн хӗр ӳсет, вӑл 10-мӗш класа ҫӳрет. Вӑл пысӑк ӗнтӗ, ҫапах йытӑсенчен хӑрать, ара, лешсем виҫҫӗн вӗт. Кашнинчех ман пата шӑнкӑравлать те кӗтсе илме ыйтать. Йытӑсем ӑна тапӑннӑ. Кӳршӗсен ачисем пӗчӗкрех, вӗсене те тапӑннӑ. Вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ кӗтсе илет», - ҫапла каласа кӑтартнӑ Лилия журналистсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче икӗ хутлӑ культура ҫуртне туса пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна иртнӗ ҫул хӑпартма пуҫланӑ. Строительство ӗҫӗсем епле шайра пулнипе паян, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ. Культура ҫурчӗн строительствипе паллашасшӑнах кайман-тӑр-ха республика ертӳҫи. Михаил Игнатьев ҫав тӑрӑхра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Регион ертӳҫи паллашнӑ вырӑнти объектсенчен пӗри Шӑхасанти культура ҫурчӗ пулнӑ та. Культура керменне строительсем ҫывӑх кунсенче туса пӗтерме шантарнӑ. Унта вырӑнти аграрисем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен професси уявне палӑртасшӑн. Ҫурт хӑтлӑ, ҫутӑ, илемлӗ. Чи кирли — ӑна йӗркеллӗ ӗҫлеттересси. Культура ҫуртне пушӑ лартмалла маррине Михаил Игнатьев Элтепер те асӑрхаттарса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра пурӑнакансене йышӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗ патне пынисем йышӗнче Шупашкар районӗнчи Валерий Варламов та пулнӑ. Ӑна Мӑнал ялӗнчи урамсене шывпа тивӗҫтерес ыйту хумхантарать. Асӑннӑ ялти виҫӗ урамра ҫав ыйту ҫивӗч тӑрать-мӗн. Шупашкар районӗнчи ял пулнӑ май Мӑнал сарӑлсах пырать. Паян унта 204 ҫурт-мӗн, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 50 пӳрт хута кайӗ. Мӑналсем Тимӗрҫырмари шыв башнипе усӑ кураҫҫӗ. Халӑх йышлине кура шыв ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Ҫуллахи вӑхӑтра уйрӑмах сисӗнет ҫакӑ. Республика Элтеперӗ Мӑнал арҫыннине проект-смета документацине тумаллине, экспертиза ирттермеллине ӑнлантарса панӑ. Ун валли вӑхӑт икӗ урама шыв ҫитермелле, 2021-мӗшӗнче — виҫҫӗмӗшне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() echokirova.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Куславкка хулин тӗрлӗ кӗтесӗнче йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. «Вӗсене курсанах эпӗ ӑнланмарӑм тата кӑмӑлсӑрлантӑм…», — тесе ҫырнӑ Марат Волгин. «2014 ҫулта ялти пуху хыҫҫӑн Пучинкере ҫавӑн пек 4 контейнер (кашни урамра икшер) вырнаҫтарчӗҫ. Ҫавӑн пек вӗсем 5 ҫул ларчӗҫ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пире ҫӳп-ҫап вырӑнӗсем туса париччен. Куславккасем ун пек урнӑсене хирӗҫ пулнине лайӑх ӑнланатӑп. Пучинкере каяш вырӑнӗсене виҫӗ хут та ылмаштарчӗҫ. Хӑш чух — ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем кӑмӑлсӑрланнӑран, хӑш чухне — урнӑсем патне хӗлле машинӑсем кӗрейменрен. Каяша вӑхӑтра турттарманран вӑл тулса каятчӗ. Ҫӳп-ҫап миххисене юнашар лартатчӗҫ. Ҫилпе ҫӳп-ҫап сапаланатчӗ. Ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене карта тытса ҫавӑрмалла», — ҫырнӑ Волгин тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Чӑваш Ен» ПРТРК тунӑ видео скринӗ Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Пӗр урамра напор ҫук, тепӗр урамра кранран тутӑх шыв юхать. Ҫынсен нуши «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ. Кранран мӗншӗн тутӑх шыв юхать-ха? Сӑлтавӗ нумай. Шывра тимӗр йышӗ 40 хут ытларах-мӗн. Ку ыйтӑва татса парас тесе Пӑрачкавра тимӗртен тасатакан станци тунӑ. Халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать. Анчах тепӗр пӑтӑрмах тупӑннӑ: тасатнӑ шыв 40 ҫул улӑштарман пӑрӑхсене лекет, ҫавна май ҫынсем патне тутӑх шыв ҫитет. Вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва та ҫитес вӑхӑтра татса парасшӑн. Халӗ ялта шыв пӑрӑхӗсене, 27 ҫухрӑм, улӑштараҫҫӗ. Ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() mvkecocenter.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Йӑлари хытӑ каяша халӗ ял ҫыннисем унчченхилле ҫырмана пӑрахмаҫҫӗ. Каяша турттарса тӑма пирӗн республикӑра «Экоцентр» предприятие шанчӗҫ. Анчах пур чухне те ҫав предприяти тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламасть иккен. Елчӗк районӗнчи кӑлтӑка «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗ тупса палӑртнӑ, прокуратурӑна евитленӗ. Ҫитменлӗхе палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ «Экоцентр» тата район администрацийӗ пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем шӑрҫаланӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра каяша ялсенчен эрнере 1 хутран пуҫласа 3 хут таран турттарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫанталӑк температури 5 градусран ӑшӑрах чухне кунсерен турттармалла. Эрнере 1-3 хут турттарасси ҫинчен район администрацийӗпе «Экоцентр» хушшинче график ҫирӗплетнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |